
Shur Atălta | At Kama river Lyrics
- Genre:World Music/Folklore
- Year of Release:2020
Lyrics
Шур Атăлта акăш ярăнать
Çамрăк пике евĕр курăнать
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç
Çав шурă акăш эсĕ мар-ши тетĕп
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç
Çав шурă акăш эсĕ мар-ши тетĕп
Хурăнлăхра шăпчăк юр юрлать
Пике сасси евĕр туйăнать
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç
Çав сарă шăпчăк эсĕ мар-ши тетĕп
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç
Çав сарă шăпчăк эсĕ мар-ши тетĕп
Чăн тӳпере çăлтăр çуталать
Пике куçĕ евĕр йăлкăшать
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç
Çавă çутă çăлтăр эсĕ мар-ши тетĕп
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç
Çавă çутă çăлтăр эсĕ мар-ши тетĕп
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç